| 8848 | Ҫармӑс вилнӗ чух каланӑ тет: ыттине пурне те каҫарап, чӑрӑш тураттине каҫармасп пуртта катнӑшӑн тенӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8849 | Ҫармӑс енче те ҫавапах ут ҫулаҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8850 | Ҫармӑс сутти — мӑк сутать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8851 | Ҫармӑс ҫынни те ҫарамас ҫӳремест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8852 | Ҫармӑсӑн та ҫур ӗмӗр мар, ирҫен те ик ӗмӗр мар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8853 | Ҫармӑспа чӑваш пӗртӑван. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8854 | Ҫармӑссемпе чӑвашсем — ҫав хатӗрлӗ пӗлӗшсем. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8855 | Ҫӑкӑр-тӑвар пулсан хура вырӑс та хурӑнташ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8856 | Ҫӗнӗ ҫул иртсен чикан кӗрӗке сутать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8857 | Ҫӗр ҫинче чӑваш пек йӑваш халӑх ҫук. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8858 | Ҫиме ҫӑкӑр пулсан хура вырӑс та хурӑнташ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8859 | Ҫул ҫинче тутар мӗн пулассине шухӑшласах пырать тет теҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8860 | Тепӗр чух вырӑс хӳтти аҫу хӳттинчен ирттернӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8861 | Тотар чонӗ час тохмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8862 | Турӑ чӑваша йӑваш чунлӑ ҫуратнӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8863 | Турӑ чӑваша ҫуратсан хӑй те ҫухалса кайнӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8864 | Турӑ чӑваша тунӑшӑн виҫ талӑк макӑрнӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8865 | Тури чӑваш калашле, туй тӑвасси малашне. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8866 | Тутар алли туратлӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8867 | Тутар арӑмне тум ҫитмест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8868 | Тутар Атӑл айӗн тухнӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8869 | Тутар ӑсӗ виҫ ҫул малта. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8870 | Тутар ӑсне тӳпеттей сыхлать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8871 | Тутар ваттин вилме выртсан та тута тӑвас килнӗ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8872 | Тутар вӑрласан ху лашуна та паллаймӑн. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8873 | Тутар вӗччи туйтарать вӑл. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8874 | Тутар вӗччи тутӑхмасть, тутӑхсан та манӑҫмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8875 | Тутар ик хут каламасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8876 | Тутар ирӗ мул тупнӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8877 | Тутар кайрӗ, ҫурт юлчӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8878 | Тутар кӑмӑлӗ тутлӑ ҫиме юратать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8879 | Тутар куҫӗ витӗр курать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8880 | Тутар куҫне тутар сӑхмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8881 | Тутар ларнӑ сака саваласа ларма хушнӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8883 | Тутар майри тум тесен чунне пама хатӗр. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8882 | Тутар майри тумланса ҫӳреме юратать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8884 | Тутар майрине тӑхӑр ҫи тум та сахал. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8885 | Тутар майрине тум нумай кирлӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8886 | Тутар мӗн сутсан та сӗтев ыйтать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8887 | Тутар мулли мул ыйтать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8888 | Тутар патне тутӑ кай, вырӑс патне выҫӑ кай. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8889 | Тутар пуйсан арӑм туянать, вырӑс — лаша туянать, чӑваш — хырҫӑ тӳлет тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8890 | Тутар пур ҫӗрте еврей кирлӗ мар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8891 | Тутар пуҫма пуҫ улӑшсан та сӗтев ыйтать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8892 | Тутар сакки сарлака тет, ун сакки ҫине саваласа лар теҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8893 | Тутар сакки сӑрлӑ: сӑр уйӑрӑлать, тутар уйӑрӑлмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8894 | Тутар сутти — пулӑ сутти. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8895 | Тутар ҫынни какриш килмесӗр тӑранмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8896 | Тутар ҫынни сӗтев илмесӗр тавар улӑшмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8897 | Тутар ҫынни туймалла калать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |